Блоги |
Ярмăркка тыткăнлĕ
<p>Утă уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Çĕрпӳре анлă Тихвин ярмăркки иртет. Пандеми пĕтнĕ хыççăн хулара пĕрремĕш хут ăна хăнăхнă форматпа йĕркелеççĕ. Пуçлăхсем уявăн чи кăсăклă кунĕсем утă уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче пуласса шантараççĕ. Ярмăркка хĕрарăм мăнастирĕ çӳмĕнче вырнаçнă лапамра иртет. Уяв утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче 17:00 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче ăна 11:00 сехетре пĕтĕмлетсе хупĕç. Ура хуçса ташлас килет-и е вăйă картине тухасшăн, купăсçăсен тупăшăвне хутшăнас килет-и е чуччу ярăнасшăн – ярмăркка программи анлă. Фестиваль-конкурс, юрă коллективĕсем, купăс калакансем, чăваш эстрада артисчĕсем, рок-музыкантсем халăха хавхалантарĕç. Паллах, каçсерен дискотекăсем иртеççĕ, фейерверксем яраççĕ. Спорт программине те хатĕрленĕ: ача-пăча футболĕ, самбо, бокс, пляж волейболĕ, мото-кросс, каратэ, хутăш кĕрешӳсем, шахмăт, шашка вăййисем. Нумай енпе çан-çурăма çирĕплетсе парнеллĕ пулма пулать</p>